Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

И (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ.

Итеал — крек. — Инҫетри, калама ҫук лайӑх, пурӑнӑҫа кӳртме май килмен тӗл.
Итеалис — крек. — 1) Итеалисӑма йышӑнса хапӑл тӑвакан ҫын; 2) пур пурӑнӑҫри йавленисем ҫине вӗсене итеалласа, лайӑх йенчен анчах пӑхакан ҫын.
Итеалисӑм — крек. — Пур пурӑнӑҫри йавленисем ҫине вӗсене итеалласа, маттерилле майӗсене курмасӑр пӑхни.
Хилосохви итеалисӑмӗ — Пур куҫпа куракан тӗнче чӑнаххипе ҫук, епӗ хам ӑшра вӗсем ҫинчен шухӑшланӑран анчах итейӑра анчах пур пек туйӑнаҫҫӗ тесе вӗрентекен хилосохви, тӗнче итейӑсемпе анчах пурӑнать тесе вӗрентни. Пуршуаҫи хилосохвӗсем ку таранченех хӑйсене хӑйсем итеалисӑмпа лӑплантарса пурӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Карл Маркс вӗрентсе хӑварнӑ маттериалисӑм ҫулӗ ҫине тӑрсан, пуршуаҫи патшалӑхӗ пӗтесси пуриншӗн те паллӑ курӑнса тӑрать.
Итейӑ — крек. — 1) Пултаруллӑ шухӑш, тӗп шухӑш; 2) пӗр-пӗр йавленин вӑхӑтран-вӑхӑтран анчах сисӗнекен паллисем мар, чӑн никӗсӗ пулса тӑракан, итеаллӑ шухӑше.
Итеолоки — крек. — Етем хӑй пурӑнӑҫӗнче тӗл пулакан йапаласемпе йавленисене ӑнланса илсе вӗсене хӑй пурӑнӑҫӗпе килӗштерсе шухӑшлани, таврари тӗнче ҫине пӑхмалли майсемпе, пӑхнӑ хыҫҫӑн ӑша йулса пыракан ӑнланусем.
Итиот — крек. — Анкӑ-минкӗ, тӑн-тан, ӑнсӑртарах, тӑрри шӑтӑк тийекен ҫын.
Иттальи — Йевроппӑри вӑйлӑ патшалӑхсенчен пӗри, Ҫӗрварри тинӗсӗ ҫинчи Аппенин ҫурострӑвӗ ҫинче. Тӗп хули — Рим.
Искусствӑ — 1) Шухӑша, итейӑна чӗрене систерекен, ӑшран парса илекен майҫемпе пӗр ҫынран тепӗр ҫынна систерекен майсем. 2) Мӗне те пулин хитре, чечен, лайӑх тума
пӗлви.
Истори — крек. — 1) Ӗлӗк пулнӑ хактӑсене сотсиолоки кӑтартакан меттотсемпе тӗплесе пырса вӗсене ӑнлантарса паракан науккӑ; 2) пӗр-пӗр йапала, йе йавлени ӑҫтан тухса, мӗнле ҫулпа пырса, ӑҫта ҫитнине, мӗнле улшӑнусем пулнине тӗрӗслесе пыни.
Иадуҫи — лат. — 1) Пӗр-пӗр йавлени чӑн пулнӑ пек мар, пӗтӗмпех урӑхла курӑнни; 2) хактӑсене пӗрте аса илмесӗр шухӑша астарса йани, пулас ҫук йапаласем ҫинчен шухӑшлани.
Ильльуминатси — Пӗр пӗр праҫнӑк йачӗпе ҫуртсене, урамсене ерешлесе ҫутатни.
Имиттатси — лат. — Чӑнни, тӗрӗсси пек тума хӑтланни, хальшивӑй йапала туни.
Имппери — Пысӑк, импператтӑр пуҫлӑх пулса тӑракан патшалӑх.
Имппериалис — Имппериалисӑмшӗн тӑрӑшакан.
Имппериалисӑм — лат. — Йут патшалӑх ҫӗрӗсене таварсем сутма ирӗк пултӑр тесе туртса илме тӑрӑшакан хинанс каппитталӗн политтикки.
Импровисатси — Малтан нимӗн хатӗрленмесӗр тӑвакан ӗҫ, йе урӑх мӗя те пулин (сӑмах калани, йурӑ шухӑшласа кӑларса йурлани, т. ы.).
Инертси — лат. Йапаласем никам пулӑшмасӑр—чармасӑр хӑйсен хускалмӑшне улӑштарма пултарайманни. Инертсипе ӗҫлени—пӗр пек, ним шухӑшламасӑр ӗҫлесе тӑни.
Инитсиаттӑр — лат. — Ӗҫе пуҫласа йаракан, пирвайхи шухӑша паракан, чӑн малтан ӗҫе тытӑнакан.
Инитсиаттивӑ — лат. — Пуҫламӑш шухӑш, мӗнле те пулин ӗҫе тытӑнас шухӑш; ӗҫе пуҫласа йани.
Инттеликент — лат. — Инттеликентси шутӗнче тӑракан; алура вӑйӗпе мар, пуҫпа, ӑспа ӗҫлесе пурӑнакан ҫын.
Инттеликентси — 1) Пуршуаҫипе пролеттариат хушшинче тӑракан, пуршуаҫишӗн укҫашӑн ӗҫлесе тӑракан клас. Револьутси пулса пролеттариат влаҫа хӑй аллине илсен икӗ пайа уйрӑлса сапаланса кайать: хӑшӗ-пӗри пуршуаҫи майлӑ, хӑшӗ пролеттариат майлӑ ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ. 2) Нумай вӗреннӗ, ӑс ӗҫне ӗҫлесе пурӑнакан (тӗрлӗ тухтӑрсем, уччитӗлсем, атвакатсем, иншенерсем, техниксем, писсаттӗлсем т. ы.).
Инттерес — хран. — 1) Пӗлес килни, йуратса, хавас тӑвас килни; 2) усӑ, кирлӗ, усӑллӑ, паха йапала, усӑ кӑтартакан йавлени; Клас инттересӗ — пӗр-пӗр класӑн пурӑнӑҫне усӑ кӑтартакан йапала, ӗҫ, йе йавлени.
Инттереслӗ — Тӗлӗнмелле, шухаша хӑй ҫине туртса илекен, хӑй ҫинчен хавассӑн шухӑшлаттаракан, асран кайман йапала; ытти йавленисенчен ӑраснах паллӑ тӑракан йавлени.
Инттернатсионал — 1) Пӗтӗм тӗнчери ӗҫлекенсем пӗрлешше каппитталпа кӗрешмешкӗн тунӑ сойуе, ассотсиатси. 1-мӗш Инттернатсионал — 1864-мӗш ҫулта Лонтӑнра пуҫланса 1876-мӗш ҫулччен пынӑ, вӑл пӗтӗм тӗнчипе ӗҫлекенсене каппиттал сӑнчӑрӗсенчен хӑтарса, пур ҫӗрте те влаҫа пролеттариат аллине парассишӗн, никама та кирлӗ мар вӑрҫӑсене пӗтерешшӗн тӑрӑшнӑ. 1871-мӗш ҫулта Париш Комунӗне ҫӗмӗрсе тӑксан, 1-мӗш Инттернатсионал питӗ вӑйсӑрланса йулнӑ та, Йевроппӑри патшалӑхсенче пур ҫӗрте те реакси ҫӗнтерсе пынӑран, 1876-мӗш ҫулта пӗтӗмпех пӗтсе ларнӑ. Итейӑ тӗлӗшӗнчен 1-мӗш Инттернатсионала Карл Маркс тӗрӗс ҫулпа йертсе пынӑ. II-мӗш Инттернатсионал — 1889-мӗш ҫулта пуҫланса кайнӑ, вӑл тӗрлӗ ҫӗрти сотсиалисӑмла парттисене пӗрлештерес, орканисатсилес телӗшӗнчен нумай ӗҫлесе хӑварнӑ, каппитталисӑмла патшалӑхсем пӗр пӗринпе вӑрҫмасӑр пурӑнма пултарайманнине пӗлсе, вӑрҫӑсене пӗтерешшӗн питӗ хытӑ тӑрӑшнӑ. Анчах пуҫлӑхӗсем нумайӗшӗ каппитталиссем майлӑ ҫавӑрӑнса кайнӑран, 1914-мӗш ҫулта вӑрҫӑ пуҫланса кайсан, Инттернатсионал нимӗн те тума пӗлмесӗр, саланса кайнӑ. III-мӗш Комунисла Инттернатсионал — Р.К.П. тӑрӑшнипе 1919-мӗш ҫулта пуҫланса кайнӑ. Ҫулnан ҫулах вӑйлӑланса пырса, халӗ Комунисла Интернатсионал пур тӗнчипе Комунисла парттисем орканисатсиленӗ (1923 ҫулта 49 ком. партти пулнӑ). 2) Комуниссен кимӑнӗ: „Тӑрхаль ылхан кӗлеми ҫапнӑ" т. м.
Инттервентси — лат. — Пӗр патшалӑх тепӗр патшалӑх ӗҫӗсене хӗҫ-пӑшалпа тума тытӑнни. Октапӗрти Револьутси хыҫҫӑн Йевроппӑри патшалӑхсем Р.Х.С.К.Р. инттервентсипе питӗ нумай усал тунӑ.
Иншенер — хран. — Иншенер искусствине ӑста пӗлекен ҫын (ҫурт-йӗрсем тӑвас ӗҫӗн, ҫулсем-кӗперсем, машшинсем, хапрӑк-савӑтсем, креппӑҫсем тӑвас ӗҫӗн т. ы. иншенерӗсем пур).
Инструктӑр — лат. — Пӗр-пӗр ӗҫе лайӑх пӗлсе, ӗҫе мӗнле тумаллине кӑтартса, тӗрӗс маррисене кӑтартса, тӗрӗслесе ҫӳрекен.
Инструкси — лат. — Ӗҫе мӗнле тумаллине кӑтартса пыракан правӗлӑсем.
Инспектӑр — лат. — Пӗр-пӗр учрештени хушнипе ӗҫе, ӗҫлекенсене тӗрӗслесе пӑхса ҫӳрекен. Налокинспектӑрӗ — налок пухас ӗҫпе пӗр-пӗр районра ӗҫлекен.
Инспекси — лат. — Пӗр-пӗр ӗҫе мӗнле туса тӑнине тӗрӗслесе пыракан учрештенисемпе ҫынсем. Ӗҫлекенсемпе хресченсен инспексийӗ — Канаш Правиттӗлствинче тӗрлӗ учрештенисен ӗҫесене контруллекен Комиссариат.
Инҫтиттут — лат. — Тӗрлӗ спетсиалистсене вӗрентсе кӑларакан аслӑ шкулсем.
Инҫтинктӑ — лат. — 1) Вӗренмесӗр, мӗскер тунине ӑнласа илмесӗрех кирлӗ, усӑллӑ ӗҫҫем тума пултарни (пӗчӗк ача чӗчӗ ӗмме, кӑвакал чӗппи шывра ишме никам вӗрентмесӗрех, инстинктӑпах, пӗлеҫҫӗ). 2) Мӗн те пулин пуласса ним сӑлтавсӑрах малтан сисни.
Инвалит — лат. — Мӗнле те пулин ӗҫе йурӑхсӑр пулнӑ ҫын.
Инвенттар — лат. 1) Пур пек пурлӑха ҫырса тухнӑ кӗнеке. 2) Пӗр-пӗр претприйаттине ӗҫне тума кирлӗ йапаласем. Чӗрӗ инвенттар — претприйаттин ӗҫе кирлӗ выльӑх-чӗрлӗх. Чӗрӗ мар инвенттар — ӗҫе кирлӗ машшинсемпе орутисем.
Ироньи — крек. — Кулса, мӑшкӑласа калани, сӑмахсене урӑхла май ӑнланмалла калани; калаҫаканӑн тонӗнчен ирониленине ӑнланмалла.
Ийуль — Ҫулталӑкӑн ҫиччӗмӗш уйӑхӗ, Утӑ уйӑхӗ.
Ийульри револьутси — Хрансире 1830-мӗш ҫулӑн ийуль уйӑхӗнче Пурпонсен тинаҫтине сирпӗтсе кӑларни.
Ийуль кунӗсем — 1917-мӗш ҫулӑн ийуль уйӑхӗнче Питӗрти ӗҫлекенсемпе салтаксем польшевиксем майлӑ пулса, влаҫа Советсен аллине памалла тесе темонстратсиленипе, вӗсене Керенски ҫӗмӗрсе тӑкнӑ кунсем.
Ийунь — Ҫулталӑкӑн улттӑмӗш уйӑхӗ — Ҫӗртме уйӑхӗ.
Ийуньри револьутси — Паришре 1848-мӗш ҫулта ӗҫлекенсем вӑхӑтлӑ правиттӗлствӑна хирӗҫ тӑнипе, вӗсене Кавенйак йанрал питӗ хӑрушшӑн ҫӗмӗрсе тӑкни.
Ийот — крек, — 1) Хими елеменчӗсенчен пӗри. 2) сурансене сӗрмелли емел: иота ҫпиртра ирӗлтерсе тӑваҫҫӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-05 21:40:05 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4332 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем